223 posts

Паян ман музей тӗлӗнмелле япаласемпе пуянланчӗ. 1891 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ахмане ялӗнче ҫуралнӑ, Юнкӑна качча тухнӑ Алексеева Екатерина Алексеевнӑн япалисене ун ҫывӑх ҫыннисем( Егоров С.) пама кӑмӑл турӗҫShow more. Тавтапуҫ вӗсене. Алӑпа ҫӗленӗ 4 кӗпе, 2 саппун, 2 масмак, 1 ленти, 2 пиҫхи, 2 сурпан, 1 ҫӳҫеллӗ мӑн йӗтӗн тутӑр, 3 мӑшӑр кӗпесен ҫанӑ вӗҫӗ, 1 мӑшӑр хулчи, тул туртнӑ хулӑн сӑхман. Кӗписене алла илсенех пуян ҫын тумӗ пулни палӑрчӗ. Масмакӗсем паянччен ман алла лекнӗ масмаксенчен сарлакарах, тӗррисем те урӑхларах. 20 ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи кӗпе ҫанӑ вӗҫӗсемпе паллаштарӑп. Паллах, ман вӗсене ҫуса тирпейлемелле.
29 people reacted
208 views
Çварни çуни – шуç тупан
Çутăличчен чупар-и?
Ах, тантăшăм, тăванăм, Show more
Ÿсĕрличчен ĕçер-и те
Чун каниччен юрлар-и?

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Юнкăри культура вучахĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе Юнкă салинче çăварни уявне ирттерттĕмĕр. Уяв аван иртрĕ.

Çуна тупан çул юсать,
Сар йăлтăркка сăн юсать.
Сăн юсаса çыхрăмăр
Çын çитерме тухрăмăр.

Хамăр тăрăхри авалхи чăваш хĕр-арăмĕсем мĕнлерех тăхăннине кăтартас тĕллевпе эп уçă уроксем чылай ирттертĕм. Ман паян сăхман тăхăнсан тутăрсене мĕнлерех çавăрса çыхни çинче чарăнса тăрас килет. 20 ĕмĕр вĕçнелле сăхмана çăварни чупмалли тум вырăнне çеç хума пуçланă. Хăй вăхăтĕнче сăхман кĕркунне-çуркунне тăхăнмалли хатĕр пулнă. Çăварни чупма сăхман тăхăнсан пуçа 3 хут тутăр çыхнă. 1 тутăрĕ алăпа тунă шурă тутăр. Ăна умра 1 хут явса çыхнă, ун вĕçĕсем çÿçеллĕ тутăрсем айĕнчен курăнса тăнă. 2-мĕшпе 3-мĕш хутсем çÿçеллĕ мăн тутăрсем пулнă. 2 - мӗш хучĕ маларах çÿçеллĕ йĕтĕн тутăр пулнă. Вăхăт иртсен ун вырăнне çÿçеллĕ çĕршĕн тутăрсем çыхма пуçланă. Ун çийӗн пуçра тăман йăпăркка тутăрсем çыхнă 3 - мӗш хут çыхакан тутăр пуçра çирĕп тăтăр тесе йăпăркка тутăр айне çыхакан тутăра 6-7 см сарлакăш хуçлатса ун ҫине ҫавӑрса хунă. Умран икĕ тутăрне пĕрле çавăрса илнĕ, анчах малтан йăпăркка тутăрне хыçалалла çавăрса çыхнă, унтан çĕршĕн тутăрне(каласа паракан каланă пек çырма тăрăшрăм).
1/2
34 people reacted
234 views
Килме юрать-и? Тури чӑвашсем моркаллӑ пиҫихипе юнашар яркӑч ҫакса ҫӳренӗ. 1см сарлакӑш, 73 см тӑршшӗ пиҫхи вӗҫне вӗтӗ шӑрҫасемпе тата вак укҫасемпе капӑрлатнӑ хатӗр. Шӑрҫа ярӑмӗ миҫе пулни ҫинчен калама йывӑShow moreр. Ман алра - 4 вариант. Кашни яркӑчӑн шӑрҫа ярӑмӗ шучӗ урӑх: 3,6, 8, 11. Паллах, хӑшӗсен татӑлса ӳкнӗ ӗнтӗ. Чӑвашсен тӗнчекурӑмӗпе 3, 4, 7, 9, 12 цыфрӑсем сакральлисем шутне кӗреҫҫӗ. Яркӑч вӗҫӗнчи ярӑмсем те ҫак сакральлӑ цыфрӑсенчен пӗринпе тӳр килнӗ пулма пултарнӑ. Ман шутпа, вун иккӗ пулнӑ. Авалхи чӑвашсем хӑйсен тӗнне те, йӑлине те ҫирӗп тытса пынӑ. Пӳрт алӑкӗ хӗвел тухӑҫнелле пулнӑ. Кил - йыш кӗллине вулама алӑк енне (хӗвел тухӑҫне) пӑхса вуланӑ. Халь... Юнкӑра ӗҫлеме пуҫласан эп ку тӑрӑхри ҫын пулманран ялти ватӑ ҫынсемпе чылай япалапа кӑсӑкланса калаҫма юрататтӑм. Вӗсем мӗн каланине яланах ҫырса хураттӑм. Авалхи чӑвашсем этем пӳне те 3 пая пайласа ӑнлантарма тӑрӑшнӑ. Кун ҫинчен масмак ҫинчен каланӑ чух ӑнлантарса пама тӑрӑшӑп. Хӗрарӑмсем. аллисене аялла сулса ташлани - ваттисене(ҫӗр айӗнчисене) сума сунине пӗтернӗ иккен. Пиҫихи те, яркӑчӗ те мӑшӑр пулнӑ. Мӗншӗн? Сурпан, масмак, яркӑчсене качча кайнӑ арӑм ҫеҫ тӑхӑннӑ. Хӗрӗ качча каяс кун хӗрҫумӗсем ҫӳҫне ҫурмалла уҫса мӑшӑр ҫивӗт явса яни - эсӗ паянтан мӑшӑрлӑ ҫын тенине пӗлтернӗ. Ҫавӑнпа арӑм ҫинчи тумсенче те ҫак мӑшӑрлӑх палӑрса тӑнӑ.
1920 ҫулсенчи яркӑчсене куратӑр. Ман пуканен те яркӑчсем пур.
22 people reacted
175 views
Ман килес. 1910 ҫул ҫулсенче ҫӳренӗ кут хыҫ лентине пӑхса пукане валли турӑм. Хура лента ярас кӑмӑл пулмарӗ.
21 people reacted
207 views
Килме юрать-и? Хамӑр тӑрӑхри авалхи чӑваш тумӗпе пукане илемлетме пуҫларӑм. Ӗҫе вӗҫлемен. Кӗпи килте тӗртнӗ пиртенех. Масмак, хулчи, аму, яркӑчӗ хатӗр. Сурпан тӗррине тума пӗлменнипе чарӑнса тӑтӑм. Пӑхса сӗнӳсем парсан аванччӗ.
30 people reacted
274 views